Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Аваллӑха упракан ҫил арманӗсем

Ҫӑнӑх ҫеҫ мар, кӗрпе те, ҫу та

Чӑваш Ен территорийӗнче XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче шыв тата ҫил арманӗсен шучӗ 400-тен те ытларах пулнӑ теҫҫӗ. Таврапӗлӳҫӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсен шучӗ татах та ӳснӗ. Арман пур ялсене ҫӑнӑх авӑртма аякран та ҫӳренӗ. Тырӑ нумай илсе килекенсем унта темиҫе кун та пурӑннӑ. Унсӑр пуҫне кӗрпе арманӗсем тытакансем те пулнӑ. Каярахпа ҫу тата ҫӑм арманӗсем ӑсталакансем тупӑннӑ. Вӗсене шыв, ҫил е лаша вӑйӗпе ӗҫлеттернӗ.
Шел, хӑйне евӗрлӗ ҫак пуянлӑхӑн пысӑк пайӗ паянхи кунччен упранайман. Тӗлӗнмелле майпа сыхланса юлнӑ темиҫе ҫил арманӗ — кивелнӗскерсем, юхӑннӑскерсем — музей экспоначӗсене асаилтереҫҫӗ. Вӗсенчен иккӗшӗ — Шупашкар районӗнчи Шоркка ялӗ ҫывӑхӗнче. Ҫунаттисем ҫук пулин те хайхискерсем ҫил вӑйӗпе ӗҫленине ӑнланма май пур. Вӗсен хушшинче — пысӑках мар ҫурт. Унта ҫӑнӑх авӑртма килекенсем канма, хӗллехи вӑхӑтра ӑшӑнма кӗнӗ. Инҫетрен ҫитнисем ҫӗр выртма та юлнӑ. Ку армансене Шупашкар районӗнчен ҫеҫ мар, Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчен те килнӗ-мӗн. "Вырсарни кунсенче уйрӑмах йышлӑ пухӑ-натчӗҫ, ҫавна май пасарти пекех туйӑнатчӗ", — асаилеҫҫӗ ватӑсем. Ҫил арманӗсемпе юнашарах ампарсем (вӗсене колхоз тутарнӑ) вырнаҫнӑ. Инҫетрен пӑхсан ҫак «ансамбль» крепоҫ пекех туйӑнать.

Пӗри — ашшӗн, тепри — ывӑлӗн

Шоркка ялӗнче армансен историне пӗлекенсем пур. Чи пахи — вӗсен хуҫисен тӑванӗсем ҫак тӑрӑхрах пурӑнни. "Пӗр арманне манӑн асатте Степан Емельянович Емельянов 1908 ҫулта сутӑн илнӗ. Теприне вара атте Александр Степанович Степанов ҫартан таврӑнсан 20-мӗш ҫулта тума пуҫланӑ, ӑна вырӑнти ӑстасем пулӑшнӑ. Йывӑҫне Атӑл леш енчен турттарса килнине калатчӗ вӑл. 1926-27 ҫулсенче тин армана хута янӑ", — асаилет иртнине Вениамин Александрович Степанов, математика учителӗнче, шкул директорӑнче тӑрӑшнӑскер. Сӑмах май, унӑн мӑшӑрӗ те педагог. Хӗрӗ те ҫак ҫулах суйласа илнӗ, хальхи вӑхӑтра — шкул директорӗ. "Пирӗн районта, Кӳкеҫ енче, Арманкасси текен пӗчӗк ял пур. Унти ҫынсем арман туса сутса пурӑннӑ. Степан Емельянович вӗсенчен туянман-ши? Унта халӗ арман юлнӑ-ши — калаймастӑп. Сӑмах май, ӑна сухӑр юхтарман ҫирӗп хырсенчен тумалла", — ӑнлантарать Валентин Апександрович Александров, асӑннӑ армансенче 40 ҫул ытла ӗҫленӗскер.
"Столыпин реформипе килӗшӳллӗн ялсене вӑйлатмалла пулнӑ-ҫке, ку ӗҫе хутшӑнакансене, тен, кӑштах укҫа та панӑ? Ҫил арманӗсен ҫунаттисем ҫаврӑннине хам та курнӑ. Пирӗн таврари ялсен историйӗ питӗ интереслӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн Шорккара юханшыв хӗрринче кӗрпе арманӗ лартнӑ. Ӑна Иван Филиппович Иванов тытса тӑнӑ. Хурӑнлӑхра шыв арманӗ ӗҫленӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче Самуккассинче ГЭС тунӑ, вӑл фермӑсене ҫутӑ парса тӑнӑ, — каласа кӑтартать педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Ксения Павловна Овчинникова, Сарапакасси тӑрӑхӗнче ҫуралса ӳснӗскер. Шел, вӑл асӑннӑ виҫӗ объектран пӗри те сыхланса юлман-мӗн. — Колхозсем тума пуҫласан, пуянсене кулаксен йышне кӗртме тытӑнсан ашшӗпе ывӑлӗ Степан Емельяновичпа Александр Степанович ҫил арманӗсене пӗрлехи хуҫалӑха куҫарттарасси пирки районтисене кайса каланӑ, докуменчӗсене те панӑ. Вӗсен пӳрчӗ эпӗ астӑвасса пысӑкчӗ, йывӑҫранччӗ. Ампарӗ те икӗ хутлӑччӗ. Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ӑна та ашшӗпе ывӑлӗ пӗр пулса колхоза пачӗҫ. Унта тырӑ хума пуҫларӗҫ. Пирӗн ялта Ишлейри кустпромӑн чӑпта ҫапмалли цехӗ пурччӗ. Александр Степанович унӑн управляющийӗнче ӗҫлерӗ. Ҫакӑ тупӑшлӑ пулнӑран вӗсем ялта клуб тума пулӑшрӗҫ. Унӑн ывӑлӗ Вениамин Александрович директор пулнӑ чухне ҫӗнӗ шкул хӑпартас тесе нумай тӑрӑшрӗ". Ксения Павловна Шоркка ялӗн историне тӗпчет, ун пирки пӗчӗк кӗнеке те кӑларнӑ.
"Юрать, армана колхоза патӑм, унсӑрӑн Ҫӗпӗре ӑсататчӗҫ, сывлӑх та пӗтетчӗ", — тетчӗ атте. Хӑй лартнӑ арманта вӑл 2-3 ҫул ҫеҫ ӗҫлесе курнӑ. Атте тӑрӑшуллӑ та ӗҫчен ҫынччӗ, выльӑх-чӗрлӗх йышлӑ усратчӗ. Ялсене ҫутӑ кӗртнӗ хыҫҫӑн армансене электроэнергипе ӗҫлеттерме пуҫларӗҫ. 1968 ҫулта ҫунаттисене антарчӗҫ, — иртнине куҫӗ умне кӑларать Вениамин Александрович. — Перестройка вӑхӑчӗ пуҫлансан пире армансене каялла тавӑрса парасшӑнччӗ. "Пӗтӗм пӗр тӑванна пуҫтарса кил, пурлӑха пӗр тан пайламалла", — терӗҫ мана. Аттепе аннен эпир улттӑн пулнӑ: пӗри вӑрҫӑра вилнӗ, тепри Питӗрте пурӑнать, виҫҫӗмӗшӗ — Канашра... Вӗсемпе калаҫрӑм та — пурте кирлӗ мар теҫҫӗ. Ҫавӑнпа эпӗ те каймарӑм. "Армансене мана сут-ха", — текенсем те пулчӗҫ. Ылтӑн алӑллӑ хуҫа пулсан йӗркене кӗртме пулать вӗсене".

Ҫутӑ ӗмӗтсем

Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Васильевич Ильин ҫил арманӗсене юсас ӗмӗтпе пурӑнать. Вӗсенчен пӗри иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче те ӗҫленӗ. "Вӑл чиперех ларать. Чулӗсем те пур. Электродвигатель лартсан ӑна ҫӗнӗрен хута яма, кирлӗ чухне усӑ курма май пулать. Теприн кӑшкарӗ ҫеҫ юлнӑ. Вӗсене иккӗшне те юсасшӑн, кӑҫал спонсорсем тупса тӑррисене улӑштарасшӑн. Вара армансем тепӗр 100 ҫул та ларма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне вӗсене тулаш енчен хитрелетесшӗн, илемлетнӗ ҫунатсем вырнаҫтарасшӑн. Ҫилпе ҫаврӑнаканнисене лартсан ачасем кӗрсе кайӗҫ тата. Арманта ӗҫленӗ ҫын халӗ тивӗҫлӗ канура, вӑл пулӑшма шантарчӗ", — ӗмӗчӗпе паллаштарать ертӳҫӗ. Чӑн та, Валентин Апександров ӑна пулӑшма пӗрре те хирӗҫ мар. Арман ӗҫӗн вӑрттӑнлӑхӗсене пӗтӗмпех пӗлет вӑл. "Чулӗсене якатсах тӑмалла, унсӑрӑн часах мӑкалса лараҫҫӗ», — тет. Армансене юсама пуҫласан мӗнле материалсем кирлине те чухлать. Ҫунаттисене лартма пӗчӗк чухне час-часах кайнӑ иккен В.Александров.
"Чӑваш Ен тӑрӑх нумай ҫӳренӗ эпӗ, анчах кун пек ҫил арманӗсем питех курман. Аваллӑха упраса хӑвармалла пирӗн, ӑна ҫынсене, уйрӑмах ҫамрӑксене, кӑтартмалла. Историре тем те пулать. Тен, кам та пулин иртни пирки кинофильм ӳкерес, ҫил арманӗсене те кӑтартас тейӗ? Унсӑр пуҫне турист маршручӗ те уҫма пулать", — хавхаланса калаҫать Юрий Васильевич.
Чӑн та, питӗ ырӑ шухӑш ку. Сарапакасси ял тӑрӑхӗ Шупашкартан инҫех мар вырнаҫнине шута илсен — пушшех. Ҫил арманӗсемсӗр пуҫне ҫав ялсенче курса тӗлӗнмелли татах та пур, вӗсенчен ытларахӑшӗ аваллӑхпа ҫыхӑннӑ. Ҫулла уйрӑмах хитре: ҫӑлсем, алӑпа ӑсталанӑ пӗве, унпа юнашарах — беседка... Унсӑр пуҫне ҫӗнӗ объектсем уҫӑласса та шанас килет. Юрий Ильин хӑйӗн патне нумаях пулмасть Казахстанран куҫса килнӗ 70-ти хӗрарӑм кӗнине каларӗ: "Ялта часавай лартма сӗнет вӑл. Проектне хӑех хатӗрленӗ". Пире те кӑтартрӗҫ. Ӑна ячӗшӗн мар, кашни сантиметрне шута илсе тунине асӑрхасан питӗ тӗлӗнтӗмӗр, ҫав хушӑрах ҫынсемшӗн ик аякки те тӑвайкки пулманшӑн ҫавӑнтӑмӑр. Кун пек маттурсем пур чухне ял пӗтмест, малалла аталанатех.

Ирина Клеменьтева, «Хыпар», 2010, пуш, 11


 
Категорисем: Шоркка
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-03-27 15:34:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2844 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем